Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Курсамччě мана


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Авторсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков
    
Утатăн пăхмасăр йĕри-тавралла
Иртетĕн курмасăр каллех эс мана
Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла
Курсамччĕ мана.
Кулатăп чи хыттăн хĕрсем хушшинче
Пыратăп вылянчăк яш каччăсемпе
Тăратăп пуçхĕрлĕ урам варринче
Курсамччĕ мана.

Хушса юрламалли:
Ну мĕскер-ха курмастăн çаплах эс мана
Ну мĕскер тутарасшăн тата эс мана
Тен сырас юриех сан валли çăпата
Ну ăçтан персе антăн армак тунката.

Пулса тен тăрас-и шыври вутăшпи
Е тен сиккелес-и пулса якăлти
Пырса манн тирес-и сана çамкунтан
Курсамччĕ мана.
Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла
Пырса тен сана аллунтан тытмалла
Е пуç каçăртса пăрăнса утмалла
Курсамччĕ мана.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки